Манăн юратнă Чăваш енĕм

        Чăваш халăхне çутта кăларакан  1848 çулта ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тутар республикинче Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă. Ĕлĕк шкулсенче вырăсла кãна вĕрентнĕ, мĕншĕн тесен чăваш алфавичĕ пулман.  Çак чăваш алфавитне тăваканĕ - И. Я. Яковлев. Аслă вĕрентекенĕмĕре сума суса   5 класра вĕренекенсемпе  унăн хайлавĕсене вуласа сÿтсе яврăмăр. «Суеçĕ», «Кăлăх тавлашакансем» калавсем пĕр-пĕрне хисеплеме, çынра тĕрĕслĕхе аталантарма вĕрентеççĕ. «Чăлха çыхни», «Кахалпа юлхав» калавсенче вара ачасене ĕçе юратма, аслисене пулăшма хăнăхтарас тĕллев палăрать.

        6 – 7 класра вĕренекенсем «Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ» - И.Я. Яковлевăн пурнăçĕпе  ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калакан презентаципе паллашрĕç. «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» уява вара кăҫал шкулпа сывпуллашакансем кăмăлларĕҫ. Тăван чĕлхе пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă пулни çинчен чăваш поэчĕсен сăввисене вуларĕç, юрăсем шăрантарчĕç.Юлашкинчен «Чăваш ҫĕр – шывĕн хастар утăмĕсем» презентаципе ачасене Музянова Л.Г. паллаштарчĕ. Вĕренекенсем нумай çĕннине пĕлчĕç.

         И. Я. Яковлев пире тăван чĕлхене юратма, тăван халăха хисеплеме вĕрентнĕ. Çавăнпа та пирĕн чăваш культурине паянхи пурнăçăн çĕнĕлĕхĕнче те аталантарсах пымалла. Чĕлхене аталантарсан  халăх нихăçан та пĕтмĕ.  Паллă учёнăй  ячĕ, ĕçĕсем вилĕмсĕр, вĕсем чăвашăн чун-чĕринче упранаççĕ. Унăн ĕçĕсем, вĕрентĕвĕ, шухăшĕсем, палăкĕсем, музейĕсем, урамĕсем, çуралнă кĕтесĕ Яковлев çинчен манма памаççĕ. Апла пулсан çак çутă сăнара  тата çÿлерех çĕклесчĕ!