Чăнкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхи эрнелĕхĕ пуçланчĕ.

   

Ака уйăхĕн 19 –мĕшĕнче Чăнкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхи эрнелĕхĕ пуçланчĕ. Çак кун пуçламăш классенче вĕренекен  ачасем чăваш çĕнĕ çырулăхне йĕркелесе, пуçарса янă И.Я.Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхне   тишкерчĕç.  Вăл çырнă калавĕсемпе паллашрĕç. Унăн калавĕсем паянхи шкул ачисемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсенче çамрăк ăрăва гуманизм тĕллевĕсене тĕпе хурса воспитани парас шухăш яр уççăн палăрать. «Автан», «Чакак», «Çуркунне»  калавсем ачасен тавракурăмне аталантараççĕ. «Чăлха çыхни», «Кахалпа юлхав» калавсенче вара ачасене ĕçе юратма, аслисене пулăшма хăнăхтарас тĕллев палăрать. «Йăлăнтарни» калав та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл çыннăнне хапсăнмалла мар тесе вĕрентет, таса чунлă пулма хистет.

     Ачасене калавсем килĕшрĕç. Вĕсем мероприяти вĕçĕнче   хăйсем  тĕллĕнех пĕтĕмлетÿ тума пултарчĕç: хăшĕ лайăх, хăшĕ япăх, мĕн тĕрĕс, мĕн тĕрĕс мар.