«Тăван чĕлхем – таса хĕлхем» литературăпа музыка композицийĕ

«Тăван чĕлхем – таса хĕлхем» литературăпа музыка композицийĕ

Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăнкасси ял тĕп культура çуртĕнче шкул ачисем валли «Тăван чĕлхем – таса хĕлхем» литературăпа музыка композицийĕ иртрĕ. Пухăннă куракансем чăваш халăх культурипе, кун-çулĕпе тĕплĕнрех паллашрĕç. Чăваш тумĕллĕ маттур ачасем атте-анне пилленĕ чĕлхене юратса, хисеплесе, упраса пурăнмалли çинчен хавхаланса сăвă вуларĕç.

Чăнкасси пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул йĕртÿçи Мельникова Л.А. «И. Я. Яковлев- аслă вĕрентекен» ятлă виктрина йĕркеленĕ. Ачасем хаваспах ыйтусем çине хуравларĕç. Любовь Алексеевна тĕрĕс хуравлакансене пĕчĕк парнесемпе палăртса хăварчĕ.

Калаçу вĕçĕнче ачасем: «И. Я. Яковлевăн кун-çулĕ вăрăм, йывăр, анчах та телейлĕ пулнă. Вăл чăваш халăхĕн йывăр пурнăçĕ çинчен нумай шутланă, вĕсене вĕрентесшĕн , çутта кăларасшăн пулнă, тăван халăхшăн питĕ нумай ĕç тунă»,- тесе пĕтĕмлетӳ турĕç.