Чăваш чĕлхи кунĕ

Чăваш чĕлхи кунĕ

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ. Паян Чăнкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тěп шкулта Чăваш чĕлхи кунне паллă турĕç. Уявăн тĕллевĕ – ачасене чăваш чĕлхине юратса вĕренме хавхалантарасси, чĕлхе илемлĕхĕпе пуянлăхне туйма, пĕлÿлĕхе ÿстерме пулăшасси. Чăнкасси тĕп культура ҫурчĕн ĕҫченĕсем И.Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă концерта ертсе пычĕҫ. Ачасем чи малтанах «Вăйă карти» йĕркелерĕҫ, чăваш юррисем шăранчĕç, илемлĕ сăвăсем янăрарĕç, хĕрачасемпе арçын ачасем ташăсемпе савăнтарчĕç.