Куснар вӑтам шкулӗнче Куславкка тата Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ларӑвӗ иртрӗ

Куснар вӑтам шкулӗнче Куславкка тата Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ларӑвӗ иртрӗ

Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Куснар вӑтам шкулӗнче Куславкка тата Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ларӑвӗ иртрӗ. Митап сессире вӗрентекенсем ачасен литература культурине ӳстересси çинчен калаçрӗç. Вӗрентекенсем ӑста класӗсем ирттерчӗҫ.

- Шкулта литература карттипе ӗçлени вӗренекенсен литература культурине ӳстерессин ӑнӑçлӑ мелсенчен пӗри шутланать. Хамӑр тӑрӑхри çыравçӑсем çинчен материал пухас тӗлӗшпе тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсем тӗплӗ ӗçлеççӗ. Çак ӗçе вӗсем ачасене хутшӑнтараççӗ, - терӗ районти методика пӗрлешӗвӗн ертӳçи Н.И.Морозова.


Фотогалерея